429250, Чувашская Республика, Аликовский муниципальный округ, с. Аликово, ул. Советская, д. 13
+7 (835-35) 22-9-07
Пӗтӗм Раҫҫейри кашни ҫулах иртекен "Культура шӑматкунӗ" акци
Пӗтӗм Раҫҫейри кашни ҫулах иртекен "Культура шӑматкунӗ" акци
Просмотрӗ: 11

2024 ҫулхи июлӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен "Шкул ачисемшӗн культура" ведомствосем хушшинчи культурӑпа пӗлӳ паракан проект шайӗнче Раҫҫей халӑхӗсен йӑли-йӗркисене аталантарма тӗллевлӗ "Культура шӑматкунӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри ҫулталӑк акцийӗ иртет. Кӑҫал акци халӑх юмахӗсене халалланӑ. Халӑх халапӗсене пула эпир ҫынсем ӗлӗк мӗне ӗненнине, таврари тӗнчене мӗнле курнине пӗлетпӗр. Хальхи Раҫҫей территорийӗнче пурӑнакан халӑхсенчен кашниех тӗрлӗрен халлапсем нумай тунӑ, пирӗн кашни пӗчӗкренех ҫак асамлӑ тӗнчепе паллашать. Юмахри историсене шухӑшласа кӑларма тата каласа пама пӗлни авалтанпах ремесленниксен е сунарҫӑсен ӑсталӑхӗпе танлашнӑ.

Шкул ачисем пӗтӗм Раҫҫейрен пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнма, актёрла е литература енӗпе хӑйсен талантне кӑтартма пултараҫҫӗ. Кун валли "Раҫҫей халӑхӗсен юмахӗсем", "Вырӑс писателӗсен юмахӗсем", "Манӑн автор юмахӗ" ятлӑ виҫӗ номинацинчен пӗринче юмах вулакан видео ҫырса хумалла, "Шкул ачисен культури" порталри уйрӑм кабинета хутшӑнма заявка хӑвармалла. РФ "https://культурадляшкольников.рф/registration/

https://культурадляшкольников.рф/personal/actions/

https://культурадляшкольников.рф/actions/vserossiyskiy-fleshmob-ko-dnyu-rossii-pesni-o-rodnoy-strane...

Акци пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, театрпа литературӑн паллӑ деятелӗсенчен тӑракан эксперт комиссийӗ "Культурадляшкольников.РФ" порталра пичетленсе тухакан чи интереслӗ 30 ӗҫ-ҫӗнтерӳҫӗ суйласа илӗ. "Шкул ачисем валли культура" проектне Раҫҫей Вӗренӳ министерствин Культура министерстви Культура стратегийӗсемпе тата проект управленийӗн центрӗпе (РОСКУЛЬТПРОЕКТ) пӗрле пурнӑҫлать Раҫҫей культура фончӗ

Список патне таврӑн