Ачасем валли библиотекӑра ача-пăча писателӗ А.Г. Алексин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ "Ӗмӗрлӗх каникул ҫӗршывӗнче" квест вӑйӑ иртет. Библиотека ӗҫченӗсем ачасене Анатолий Алексинӑн биографийӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Мероприятие валли "Пӗр Алексина вулатпӑр" кӗнеке куравӗ йӗркеленет. Унтан ачасем "Ӗмӗрлӗх каникул ҫӗршывӗнче" юмах сыпӑкӗсене пӑхса тухӗҫ те "Героя пӗлтер" савӑнӑҫлӑ викторинӑна хутшӑнӗҫ. Ачасем викторина пулӑшнипе произведени пӗлтерӗшне аса илӗҫ.
Событисен календарьне хуш Список патне таврӑн