Геннадий Айги - чӑваш литературин пуянлӑхӗ. Поэта пӗтӗм планета пӗлет, унӑн 59 кӗнеки Европӑра, Японире тата ытти çĕршывсенче пичетленсе тухнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Борис Пастернак канаш панипе вырӑсла ҫырнӑ поэт тӗнчере чи нумай пичетленекенсенчен пӗри пулнӑ. Анчах поэт хӑй: "Ҫын, кайӑк пек, хӑйӗн йӑвинчен тухса каять те, ункӑ туса, каялла таврăнать", - тет. Вăл хăйне тӑван ҫӗршывра пытарама хушнă: "Эпӗ кирек ӑҫта пулсан та, Чӑваш Ен - ман чӗрере".
Пухӑннисем Чӑваш Ен халӑх поэчӗпе Геннадий Айги тӑлмачăн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашӗҫ. Айгин ҫӗнӗлле поэзийӗ ҫинчен пӗлеҫҫӗ. Вӑл этемпе пурлӑхӑн философилле ҫӗнӗ концепцине илсе пырать.
Событисен календарьне хуш Список патне таврӑн