Августӑн 7 - мӗшӗнче Элӗк тӗп библиотекинче А. Г. Алексин ача-пăча писателӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ачасем валли "Ĕмӗрхи каникул ҫӗршывӗнче" литература квесчӗ иртнĕ. Библиотека ӗҫченӗсем ачасене Анатолий Алексин писатель биографипе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Мӗн чухлӗ илемлӗ те асра юлакан произведени ҫырнӑ: "Коля Ольӑна ҫырать", "Хаваслӑ историсем", "Сашӑпа Шура", "Ман пичче кларнет калать" тата ытти повеҫсемпе калавсем.
Мероприятие "Вулатпӑр Алексина" пӗр кӗнеке выставки йӗркеленӗ, унпа ҫамрӑк вулакансем киленсе паллашнӑ. Унтан ачасем "Ĕмӗрхи каникул ҫӗршывӗнче" юмахри сыпӑксене пӑхса тухрӗҫ те "Героя пӗл" савӑнӑҫлӑ викторинӑна хутшӑнчӗҫ. Ачасем, викторина пулӑшнипе, произведенин содержанине аса илчӗҫ, унӑн кӑмӑл-сипет пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшларӗҫ.